Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Никама та манман, нимĕн те манăçман

Ситек ялӗнче Александр Кузьмина, СВОна хутшӑннӑ ҫынна тата Афганистанпа Чечняри тытăçура пулнисене халалланӑ асăну плитисем уҫнӑ.

Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман

Ситек ялӗнче Александр Кузьмина, СВОна хутшӑннӑ ҫынна тата Афганистанпа Чечняри тытăçура пулнисене халалланӑ асăну плитисем уҫнӑ.
Ситек ялӗнче пурӑнакансем Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ ял-йышсене чыслаҫҫӗ. Ситекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркĕнче ҫӗнӗ астăвăм плитисем лартнă: пĕрне СВОна хутшаннă Александр Кузьмина халалланӑ, теприн ҫине Чечня Республикипе Афганистан территорийӗнче хӗҫпӑшаллӑ тытăçăва хутшӑнакансен хушамачӗсене çырнă.
Астăвăм плитисене уҫнӑ церемоние Пишпÿлек район администрацийӗн пуçлăхăн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов, Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай начальникӗ Елена Арефьева, Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров, "Урожай" ООО ертÿçи Юрий Иванов хутшӑннă.
Ҫак кун ял ҫыннисемпе митинга хутшӑнакансем Александр Кузьмина, фашизма ҫӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ салтак пек лайӑх юлташ вырӑнне хурса, кӑмӑллӑн кулакан, аслисене хисеплекен, ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ çынна аса илнĕ.
Александр Кузьминӑн паттӑрлӑхӗ пирӗн асӑмра паттӑрлӑх, çирĕплĕх, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнни пулса юлӗ. Çакăн пирки Ситек шкулĕн унчченхи директорĕ Александр Гильдеев каланă. Астăвăм плитисене уçма Çирĕклĕ ял Совечĕн укçи-тенкипе тата "Урожай" ООО директорĕ Юрий Иванов спонсор пулăшăвĕ панипе май пулнă. Ял Совет пуçлăхĕ Александр Петров ялти волонтерсен юхăмне ертсе пыракан Наталья Клишинана тата ялти обществăлла пурнăçа хастар хутшăнакан ял Совет депутатне Владимир Иванова Тав çырăвĕсем панă.
Ялти Культура çуртĕнче тата библиотекăра ĕçлекенсем, вырăнти хăйпултарулăх коллективĕ пысăках мар концерт хатĕрленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

 

Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: