Паян Пăслăкра паллӑ мар салтакӑн, ҫавӑн пекех Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан ҫар ҫыннисен ҫӗнетнӗ палӑкне уҫнине уявланă.
Тăван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен мемориал юсавӗпе хӑтлӑлӑхне вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна пула пурнӑҫланӑ.
Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Динар Загитович Гильмутдинов килнӗ. Динар Загитович хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак проекта пӗр ушкӑна пӗрлештерсе пурнӑҫлама пултарнӑшӑн пурне те тав тунă, ял ҫыннисене малашнехи ҫитӗнӳсемпе ăнăçу суннă.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗсене пӗр минут чӗнмесӗр тăрса, чечексем хурса чысланă.
Пăслăкри Культура çурчĕн ӗҫченӗсем вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе пӗрле хӑнасем валли патриотла пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.