#владимирпутин
Почтальонсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсене Раҫҫей Президенчӗн Ленинграда блокадăран кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗренпе персональнӑй саламсем илсе килеҫҫӗ,тесе пӗлтернӗ регион УФПСĕ.
Пушкӑртстанра ҫакӑн пек саламсене республикӑра пурӑнакан 59 ҫын илӗ, вӗсем "Ленинграда хӳтӗленӗшӗн" медальпе е "Блокаднӑй Ленинградра пурӑнакан" паллӑпа тивӗҫнӗ. Ҫырусене хисеплӗ адресатсене алӑран тыттарӗҫ. Январӗн 27-мӗшӗччен Раҫҫейре почтальонсем патшалӑх пуҫлӑхӗн 60 пине яхӑн персональнӑй саламне валеçеççĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/