1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче — пирӗн ҫӗршыв историйӗнче уйрӑм кун — Ленинград блокадине татнӑ кун.
1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче— пирӗн ҫӗршыв историйӗнче уйрӑм кун. Ленинград блокадине татнӑ кун, вӑл 900 кун тата ҫӗр тӑсӑлнӑ. Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн "Блокадăллă Ленинград" тематикӑллӑ программинче ертсе пыракан ачасене хупӑрласа илнӗ Ленинград хулинче пурӑнакансен шăпине лекнӗ йывӑр нушисем ҫинчен: выҫлӑхпа сивӗ ҫинчен, заводсенче арҫынсемпе тан ӗҫлекен ачасемпе хӗрарӑмсем ҫинчен, Ленинграда хӳтӗлесси тата салтаксем мĕнле хӳтӗлени ҫинчен каласа панă. Пӗчӗк хӗрачан Таня Савичевӑн кун-ҫулне ачасем уйрӑмах кӑмӑлланӑ. Унӑн дневникӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин символӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Видеороликсем интересленсе пӑхнă, акцие хутшӑнакансем асӑнмалӑх листовка хунӑ 125 грамм блокада ҫӑкӑр татăкне илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.