Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр

Калинин ял совечӗн "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен вилтӑпри ҫинче йӗрке кӗртнӗ.

Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр
Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр

Ҫар пытарӑвӗсемпе астăвăм вырӑнĕсене тирпейлесси Раҫҫейри "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" общество юхӑмӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Юхӑм хастарӗсем ҫулсерен астăвăм вырӑнĕсене, мухтав аллейисене, мемориалсене, тӑванла вилтӑприсене тата ҫар пытарӑвӗсене хӑтлӑх кӗртме тӗллев лартнӑ тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Калинин ял совечӗн "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен вилтӑпри ҫинче йӗрке кӗртнӗ, ҫавӑн пекех ҫӳп-ҫаппа ҫулҫӑсенчен тасатнӑ, курӑка ҫумланӑ. Ҫавӑн пек историллӗ вырӑнсен тасалӑхне хӑтлӑх кӗртесси тата пулӑшасси ҫамрӑксене пирӗн ҫӗршыв историйӗн асран кайми вырӑнӗсене сыхлама тата пулас ӑрусем валли асӑнмалӑх упрама май парать.
#ГордимсяПомнимЧтим
#МояРеспубликаМоеСело
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр
Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр
Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр
Мăнаçланатпӑр, астӑватпӑр, манмастпăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: