Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та

Ман герой историйӗ

"Манӑҫа хӑварма юраман астăвăм" акци

Ман герой историйӗ
Ман герой историйӗ


"Манӑҫа хӑварма юраман астăвăм" акци

Манӑн кукаçей Николай Федорович Тарасов 1925 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ăна 1943 ҫулхи январьте, вунсакӑр ҫула ҫитмесӗрех, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарĕн ретне илнӗ. 1943 ҫулхи сентябрӗн 23-мӗшӗнче курсант пулса кӗҫӗн командирсене ҫапӑҫӑва хатӗрлекен Ригăри ҫарпа пехота училищинче (Стерлитамак хулине Пушкӑртстан АССРне куҫарнă) тата 23-мĕш снайпер полкӗнче вӗренсе тухнӑ.
Кукаçей "сержант" ҫар званийӗпе , I Украина фрончĕн 40-мĕш армин 350 стрелковӑй дивизийӗн 1180-мĕш стрелковӑй полкри 76-мĕш гвардейски тупӑ полкӗн командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ. Киеври наступлени операцине, Днепр шывӗн сылтӑм ҫыранӗ ҫинчи стратегилле плацдарма, Киев хулинчен кӑнтӑр еннерех, ҫавӑн пекех Киеври оборона операцине хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 888-мӗш кунӗнче, Киев хулинчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче ҫапӑҫнӑ чухне, полк пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, çав шутра Николай Федорович та сулахай урине йывӑр амантнă. 1944 ҫулхи августӑн 12- мӗшӗччен манӑн кукаçей госпитальте сывалнӑ, суранланнипе урине ҫухатнӑ, ҫавна пула ӑна запаса кӑларнӑ, вăл тӑван çӗршывне Пишпÿлек ялне таврӑннӑ.
Фронтран таврӑнсан, кӑшт вӑхӑт иртсен, кукаçей хӑй юратнӑ Анна Георгиевна Дерябинӑна качча илнӗ. Часах вӗсен ҫемйинче тӑватӑ хӗр ҫуралнӑ — Галина, Людмила, Зинаида, Раиса тата Владимир ывӑлӗ.
Манӑн кукаçее Николай Федорович Тарасова "Германие ҫӗнтернӗшӗн" медальпе, Отечественнӑй вӑрҫӑ I степеньлӗ орденӗпе, Жуков медалӗпе, "Паттӑр ӗҫсемшӗн" медальпе, "Ĕҫ ветеранӗ" медальпе наградӑланӑ.
Кукаçей 2002 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче 77 ҫулта вилчĕ.
Зинаида НИКИТИНА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.

 

Ман герой историйӗ
Ман герой историйӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: