Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче "Пирӗн Вилӗмсӗр полк" акци иртнӗ.

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă


Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче "Пирӗн Вилӗмсӗр полк" акци иртнӗ. Асӑннӑ акцие воспитанниксен ҫемйисене гражданлӑхпа патриотизм воспитанийĕ парас енӗпе пысӑк тӳпе хывма, хӑмăр ҫӗршывшăн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннишӗн мӑнаçланма, ҫемьери воин-фронтовиксем ҫинчен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхӑн мухтавлӑ паттӑрла ӗҫӗсене асра тытма янӑ.
Аслӑ тата вӑтам ушкăнри воспитанниксем ашшӗ- амӑшӗсемпе пӗрле хӑйсен тӑванӗсен, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнакансен портречӗсене хатӗрленĕ. Иккӗмӗш кӗҫӗн ушкӑнри воспитанниксем "Тăнăçлăх кӑвакарчӑнӗ" хатӗрленĕ, вӗсем те акцие хутшӑннă.
"Вилӗмсӗр полк" акци - пирӗн асаттесене, мăн асаттесене, асаннесене, мӑн асаннесене тата нимӗҫсен фашистла захватчикӗсене хирӗҫ Аслă Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ мӗнпур ҫынна асра тытни. Мирлӗ пӗлӗтшӗн пурнӑҫне панӑ ҫынсене ҫутӑ ӑс-хакӑлпа тавтапуç!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

 

 

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: