Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ

Порфирий Константинович Романов миршӗн кӗрешса пурнăçне шеллемен.

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи совет халӑхӗшӗн йывӑр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ҫак событисем пирӗн ҫемьене те пырса тивнӗ, Порфирий Константинович Романов та миршӗн кӗрешса пурнăçне шеллемен.
Вӑл 1917 ҫулта Пишпÿлек районӗнчи Ситек ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑччен бухгалтерсен курсӗнчен вӗренсе тухса, колхозра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме ҫамрӑк арҫынсем питӗ нумай пухӑннӑ. Ун пек каччӑсем хушшинче манӑн мӑн асатте те пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн вӑл 23 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. 1941 ҫулхи декабрьтен пуҫласа запасри рядовой Порфирий Константинович Романов нумай ҫапӑҫусенче пулнӑ, вăл 374 уйрӑм пулемет батальонӗнче 82 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ пулнӑ. 1942 ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче, Новочеркасск хули патӗнче, мӑн кукаçей сулахай аллин тупанне нимӗҫ минин осколокӗпе йывӑр амантнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен кайман, вӗҫне ҫитичченех ҫапӑҫнӑ. Анчах вӑй пӗтсе пынӑ, вӑйсӑрланнӑ Порфирий Константиновича нимӗҫсем тыткӑна илнӗ.
Нимӗҫ фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне паттӑр та хӑюллӑ пулнӑшӑн Порфирий Романова "Çапӑҫури мухтавлӑ ӗҫсемшӗн" медальпе наградӑланӑ.
Йывӑр та ансат мар вӑхӑтра, вăл тыткӑнра чухне, совет ҫыннин чысӗпе тивӗҫлӗхне сыхласа хӑварнӑ. Икӗ ҫул Германи территорийӗнчи лагерьсенче пулнă, тӗрлӗ ӗҫсем тунă. 1944 ҫулта кӑна Совет çарӗ тыткӑнран хӑтарнӑ та кӑмрӑк промышленноҫне ӗҫлеме янă, 1944 ҫулхи апрель уйӑхӗнче, ăна йывӑр ӗҫе юрӑхсӑр ҫын пулнăран, ӗҫрен хӑтарнӑ.
Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан, вӑл колхозра тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ. Унпа юнашар ĕмӗр тӑршшӗпех юратнӑ мӑшӑрӗ Антонина пулнӑ, вӗсем Александрпа Владимир икӗ ывӑл ӳстернӗ. Манӑн кукаçей Александр çемьере пӗрремӗш ача пулнӑ. Вӑл 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫемье ĕмӗр тӑршшӗпех Ситек ялӗнче пурӑннӑ. 1994 ҫулта мӑн кукаçей çĕре кĕнĕ.
Колхоз производствинче палӑрнӑшӑн Порфирий Константиновича "1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра паттӑр ӗҫленӗшӗн" медальпе, ҫавӑн пекех 1985 ҫулта паттӑрлӑхшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата çирĕплĕхшĕн Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мĕш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.
Порфирий Константинович ахаль салтак пулнӑ, унӑн пысӑк званийӗ пулман, анчах вӑл инҫетри хӗрӗхмӗш ҫулсенче тума май пуррине пурне те тунӑ. Ҫавӑн пекех ман ҫемьерен фронта тата виҫӗ мӑн асатте-кукаçей кайнӑ. Иосиф Юрьевич Ештуков, Павел Захарович Яковлев, Василий Ермолаевич Федотов хӑйсен ҫӗршывне, хӑйсен халӑхне, Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. Манӑн ҫемье фашизма хирӗҫ хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе кӗрешнӗ пирӗн геройсене асра тытать. Эпӗ те вӗсене тав тӑватӑп. Пирӗн ӑру Тӑван çӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн асаттесемпе-кукаçейсемпе мӑн асаттесем-кукаçейсем тунӑ паттӑрлӑх ҫинчен манмалла мар.
Екатерина ЗАХАРОВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: ҫемье архивӗнчен.

 

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: