Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Парăнманскер

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кашнин чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ, ҫак трагедиллӗ ҫулсем çинчен астăвăм нумай çул чĕресенче пурӑнӗ-ха.

Парăнманскер
Парăнманскер

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кашнин чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ, ҫак трагедиллӗ ҫулсем çинчен астăвăм нумай çул чĕресенче пурӑнӗ-ха. Нина Егоровна Чернова, Çирĕклĕре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччĕшĕ çинчен аса илнинчен:
"Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей çемьене тӑрантаракан вырăнне юлнă. Тăватă класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Каганович ячӗллĕ колхозра ӗҫлеме пуҫланă. Ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ малалла вӗренесси ҫинчен ӳкӗтлесен те килӗшмен: кӗҫӗн йӑмӑкӗсене Верӑпа Нинӑна тӑрантармалла, хуҫалӑха тытса тӑмалла.
1939 ҫулхи кӗркунне, Сергей 19 ҫул тултарсан, ăна Совет çарне хесмете чĕннĕ. Унпа пӗрле ҫамрӑк педагог Анатолий Петрович та ҫара кайнă. Вӗсене пӗтӗм ялӗпе ӑсатса янă. Тӑвансем, кӳршӗсем, ҫамрӑксем пухӑннӑ. Район военкоматне ҫитме, унтан Приютовăри чугун ҫул станцине ҫитме колхоз "полуторка" грузовик уйӑрса панă. Ҫапла пирӗн тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлеме тӑван вырӑнсенчен яланлӑхах тухса кайнă.
Сергей кайсан, ялти ҫамрӑксем тунсӑхлама пуҫланӑ, вӑл колхоз ӗҫӗсенче ăста пулнӑ вӗт, ҫавӑн пекех гитарӑпа тата балалайкӑпа вылянӑ. Колхоз бригадинче те Сергей ҫитмен. Колхоз правленийӗ пӗррехинче пӗрлехи пухура Сергей Чернов тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленине палӑртнă. Тӗштырӑ культурисене пухса кӗртнӗ чухне вӑл виҫӗ талӑк пӗр ҫывӑрмасӑр, канмасӑр тырӑ авӑн ҫапакан машинӑпа ӗҫленӗ. Сентябрьте Сергейăн ҫуралнӑ кунĕ ҫывхарса килнĕ, колхоз активисчӗсенчен пӗри пиччене районти "Колхозри ĕç" хаҫата ҫулталӑк тăршшĕ илсе тăма çырантарса парнелеме сӗннӗ. Ҫапла 1940 ҫул тăршшĕпе, Совет çарӗнче пулнӑ май, Сергей пирӗн районти хаҫата илнӗ, районти пур хыпарсене те пӗлсе танă. Хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӑл кашни эрнере хаҫат илни ҫинчен, ҫакӑн пек парнешӗн тав туни ҫинчен ҫырнӑ. Хаҫата ҫар чаҫне районти типографирен (колхоз правленийӗ ыйтнипе пулас, эпӗ ӑна пӗлместӗп) ярса панă.
Шӑпа хӑйне майлӑ йӗркеленнӗ, ҫамрӑк качча тӑван ҫӗршыва таврӑнма пӳрмен. Сергей служит тунӑ ҫар чаҫне хӗвеланӑҫ чиккине ҫирӗплетес тӗллевпе ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫ фронта куҫарнă. Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: "Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарăм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтăмăр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерĕмĕр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччĕ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрăмăр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтĕмĕр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчĕç, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрăмăр, питӗ ывӑнтăмăр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарăмăр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчĕç.
Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалăх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунă). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе çитрĕмĕр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха? Вӗсене салам. Кала, ҫырччӑр ҫыру. Вера, эпӗ татах ыйтатӑп, карттӑ ил те пирӗн ҫула сӑнаса пăх-ха. Эпир Польша ҫывӑхӗнче, Варшава
ҫывӑхӗнчех. Манӑн почта адресӗ: БССР,
Белосток облаҫӗ, Родзилов местечки, п/я=100/2. Чернов С.Е. мана ҫакӑн пек адреспа çырмалла. Адресне кунта ҫырнӑ пек ҫыр. Сывӑ пулӑр. Апрелӗн 13-мӗшӗ, 1941 ҫул".
Вуншар теçетке ҫулсем иртнӗ. Тӑванӗсем пурте Сергей Егорович Чернова кӗтнӗ, вӑл таврӑнасса ӗненнӗ. Унӑн кун-ҫулӗ ҫине фашистла Германие Ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ҫул ҫеҫ, Тӗп ҫар архивӗнчи "Мемориал" даннӑйсен пӗрлешӳллӗ базинче интернет сетӗнче пичетленсе тухнӑ чухне ҫеҫ ҫутӑ тӑкма май килнӗ. Тыткӑна лекнӗ салтакӑн картти ҫине ҫырнӑ тӑрӑх, рядовой Сергей Чернов 87-мӗш стрелковӑй дивизире службӑра тӑнӑ, ӑна 1941 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Волковыски хули патӗнче вӑрҫӑн тӑххӑрмӗш кунне тыткӑна илнӗ.
РФ Оборона министерствин архивӗнчи документсем тӑрӑх Сергей Егорович Чернов шталаг xx с (312), Торн (халь Торунь, Польша) тыткӑна лекнисен лагерӗнче пулни паллӑ. 1941 ҫулхи декабрӗн 6-мӗшӗнче вилнӗ.
Валентина ИВАНОВА,
ӗҫ ветеранӗ, Пушкӑртстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин культура тата искусство академийӗн членӗ, Пишпӳлек районӗн Хисеплӗ гражданинӗ.
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: çемье архивĕнчен.

 

 

 

 

Парăнманскер
Парăнманскер
Парăнманскер
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: