Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ

Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ "Ҫӗнтерӳ салючӗ сӳнмест!" чаплӑ митинг ҫӗнетнӗ Палламан салтак палӑкӗ патӗнче пулнӑ.

Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ

Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ "Ҫӗнтерӳ салючӗ сӳнмест!" чаплӑ митинг ҫӗнетнӗ Палламан салтак палӑкӗ патӗнче пулнӑ. Шкул ачисем, ача сачӗн воспитанникӗсем, ял ҫыннисем, учреждени ӗҫченӗсем, волонтерсем, администраци представителӗсем - Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлассинчен никам та юлман. Ачасем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн геройӗсене сӑвӑсемпе юрӑсем халалланӑ, администраци представителӗсем ял ҫыннисене хӑйсен мăн аслашшӗсемпе ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен манмалла мар тесе сăмах каланă, пухӑннисем пуçне хунисене чӗнмесĕр пĕр минут тăрса чысланӑ. Пăслăкри волонтер юхӑмӗн активисчӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурте юратакан "Катюша" юрра юрланӑ. Ҫавӑн пекех Егоровкӑра та чаплӑ митинг иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club114426851

 

 

Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Пăслăкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: