Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ

Кистенлĕри Культура çуртӗнче "Паттӑрлӑх ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ!" концерт программи иртнӗ.

Майӑн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм халӑх уявне 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ кунне, совет халӑхӗ Тӑван çӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн фашистла Германипе унӑн союзникӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ куна паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кистенлĕри Культура çуртӗнче "Паттӑрлӑх ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ!" концерт программи иртнӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче эпир пурнӑҫне Ҫӗнтерӳшӗн панӑ, ун патне туртӑннă, ӑна ҫывӑхлатнă, анчах курма пултарайманскерсене пурне те, вӑрҫӑ аркатнӑ хуласемпе ялсене хӑйсене шеллемесӗр юсаса ҫӗнетнӗ ентешӗмӗрсене пурне те асра тытса хисеплетпӗр. Концерт программинче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи паллӑ юрӑсем, чуна пырса тивекен патриотла юрӑсем янӑранă, вӗсем чи йывӑр та синкер вӑхӑтра салтаксене ҫапӑҫу хирӗнче пулӑшнă. Тӑван çӗршыв ҫинчен, ҫирӗплӗхпе паттӑрлӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуланă. "Эпир пӗрле!" блок ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли янӑранă. Пурне те тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх!!!
#9мая#ДеньПобеды
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Кистенлĕре Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: