"Асӑну стени" акци - Пӗтӗм Раҫҫейри "Вилӗмсӗр полк" акцин ҫӗнӗ формачӗсенчен пӗри, ку пирӗн ҫӗршыв историне тата уншӑн ҫапӑҫакансене хисепленине тата пуç тайса чыс тунин палли. Асаттемӗрсен аслӑ паттӑрлӑхне асра тытни пирӗн чӗресенче яланах пурӑнӗ.
Ҫӗнтерӳ уявӗнче Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем район ҫыннисене Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене Пишпÿлекри Культура керменӗн фойинче вырнаҫтарнӑ Асӑну стени ҫине вырнаҫтарма пулӑшнӑ.
Тӑван çӗршыва Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӳтӗленӗ аслашшӗсен, мӑн аслашшӗсен А4 форматлă сӑнӳкерчӗкӗсене илсе килсе Асăну стени çине ҫирӗплетсе хума кӑмӑл тӑвакансем кашниех пултарнă.
#СтенаПамяти
#ВолонтерыПобеды
#Бижбуляк #БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.