Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ăру тăсаканĕсенчен тав туни

Пишпÿлек районӗнчи Юманлăх ялĕнче кӑҫалхи июнӗн 22-мӗшӗнче ӑрусен хушшинчи тепӗр кӗпер чаплӑн уҫӑлӗ.

Ăру тăсаканĕсенчен тав туни
Ăру тăсаканĕсенчен тав туни

Пишпÿлек районӗнчи Юманлăх ялĕнче кӑҫалхи июнӗн 22-мӗшӗнче ӑрусен хушшинчи тепӗр кӗпер чаплӑн уҫӑлӗ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалласа районти нумай халӑх пурӑнакан вырӑнсенче иртнӗ вӑрҫӑн аслӑ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑнакансене ӗмӗрлӗхех асра тытас енӗпе патшалӑх тата общество организацийӗсен тӗллевлӗ пысӑк ӗҫӗ иртет. Сÿрĕк  мар кӑмӑллă тата тав тӑвакан ҫынсен тимлӗхӗпе организаторла пултарулӑхне пула, хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗн чӑн-чӑн патриочӗсем хӑтлӑланса астăвăм вырӑнĕсем йӗркеленеҫҫӗ. Реконструкци ирттереҫҫӗ, списоксене тӗрӗслеҫҫӗ, илем кĕртеçҫӗ. Паллӑ обелисксене халӗ никам та пурӑнман е ик-виç çын пурӑнакан пысӑках мар поселенисенче те палӑртни савӑнтарать.

Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри пирӗн районти илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ Калинин ял совечӗн Юманлăх ялӗ шутланать. Тахҫан кунта пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ, кунта чаплӑ ҫынсем нумай ҫуралса ӳснӗ. Темиҫе ҫул каялла ял ҫыннисем мессенджерта хӑйсен чатне тунă, укҫа-тенкӗ пухассишӗн яваплӑ ҫынсене суйланă, астăвăм обелискне йӗркелес тӗлӗшпе субботниксене организацилекенсене, ҫапӑҫу хирӗсенче вилнисене, аманнисене, тӑшман тыткӑнӗнче вилнисене, Ҫӗнтерӳпе таврӑннисене, Юманлăх ялӗнче ҫуралнисене халалланӑ асран кайми вырӑна симӗслетес тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекенсене суйланă. Асӑнмалӑх плита ҫине 59 ентеш ятне касса ҫырнӑ. Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсен хушамачӗсене уйрӑмах ҫӳҫенсе вулатӑн, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем тунӑ паттӑрла ӗҫсемшӗн пире мӑнаçлӑх туйăмĕ тултарать. Юманлăх ятлӑ пысӑках мар ялта пурӑнакансене паттӑр йӑла-йӗркесене упраса хӑварас, вӑйлӑ та ӑнӑҫлӑ пулас тесен пире, чӗрӗ несӗлсене, ҫапӑҫури тата ӗҫри тӳпе хывнине асра тытни кирлӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа Пишпÿлек районӗн картти ҫинче тата тепӗр астăвăм сӑваплӑ вырӑн туса хурас ӗҫе пуриншӗн те чӗререн тав тӑвас килет. Вӗсем хушшинче: С.Н. Иванов, В.М. Кирилов, Г.Л. Иванов, Бориспа Сергей Туймуковсем, Н.С. Смолов, В.В. Исаев, Наталья Смолова тата ытти нумай ҫын.

Ан тив, ҫак пирӗн ентешсем леш тĕнчере канӑҫлӑ пурӑнччӑр, тав тӑвакан ӑрусем вара вӗсем патне пырса асӑнччӑр.

Елена АНДРЕЕВА.

Пишпÿлек ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Николай Смолов.

Ăру тăсаканĕсенчен тав туни
Ăру тăсаканĕсенчен тав туни
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: