Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ

Çирĕклĕре Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуçне хунă воинсен обелискӗ патĕнче "Вӗсен мухтавӗ ăрура асӑнса" ятлӑ мероприяти пулса иртнӗ.

Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ

Çирĕклĕре Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуçне хунă воинсен обелискӗ патĕнче "Вӗсен мухтавӗ ăрура асӑнса" ятлӑ мероприяти пулса иртнӗ, ӑна Асăну тата хурлӑх кунне халалланӑ.

Программӑна Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова уҫнă.

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл çак кун Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи – Раççейпе этемлӗх историйӗнче чи юнлӑ та хаяр вӑрҫӑ пуҫланнине палӑртнă. Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ретӗнче пирӗн ентешсем те пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле тӑнине палӑртнă. Вӗсенчен нумайӑшӗ этемлӗх пуласлӑхӗшӗн, ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхпа ирӗклӗхшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ. Ҫак кун эпир хамӑр пурнӑҫ хакӗпе тивӗҫе пурнӑҫлакансемшӗн, хамӑрӑн Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсемшӗн, пире ирӗклӗ пуласлӑха тивӗҫтерекенсемшӗн хурланатпӑр. Фронтра пуç хунисем ҫинчен, фашистсен лагерӗсенче асаплантарса вӗлернӗ, выҫӑпа тата хӗн-хурпа тылра вилнисемшĕн хуйхӑратпӑр.…

Митинга хутшӑнакансем вӑрҫӑ фрончӗсенче вилнисене, ҫак кунччен пурӑнманнисене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса асăннă, унтан обелиск патне чечексем хунă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/event135580128

 

 

 

 

Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Асăну тата хурлăх кунне халалласа митинг иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: