Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ

Ҫак кун умӗн Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул библиотекинче  "Эпир сана астӑватпӑр, паллӑ мар салтак" паттăрлӑх урокӗ иртнӗ.

Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ

Кашни ҫул Раҫҫейре декабрӗн 3-мӗшӗнче чи хурлӑхлӑ кунӗсенчен пӗрне - Паллӑ мар салтак кунне - паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак кун умӗн Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул библиотекинче  "Эпир сана астӑватпӑр, паллӑ мар салтак" паттăрлӑх урокӗ иртнӗ, унта ачасем ҫак астăвăм кунĕ хăçан пуҫланса кайнин историйӗпе паллашнӑ, викторинӑна хутшӑннӑ.

Н.В. Иванова педагог-библиотекарь мемориал ҫинчен каласа панă, "Ĕмӗрхи вут умӗнче тӑнӑ чухне" видео-презентаци кӑтартнă, унтан пурте, салтаксене асӑнса пӗр минут тăршшĕ чӗнмесӗр тӑнӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public206548118

 

 

Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче Паллӑ мар салтак кунне палăртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: