Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та

 Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта "Паллӑ мар салтака асӑнса" паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ.

Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та
Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та

Паллӑ мар салтак кунӗ - пирӗн ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫапӑҫусенче хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене асӑнмалли календарьти тата тепӗр паллӑ кун. Ҫак кун Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ятсӑр паттӑрлӑхне хисеплесе ирттернӗ.
Декабрӗн 3-мӗшӗнче, Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта "Паллӑ мар салтака асӑнса" паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ. Урок вӑхӑтӗнче ачасене шырав ҫӑлкуҫӗсем сӗннӗ, унта вӗсем фронта кайнӑ мăн аслашшӗ-кукашшĕсене, мӑн асламӑшӗсене, асламӑшӗсене тупма пултараҫҫӗ.
Ҫак ҫӑлкуҫсене пула вӗренекенсем сӗннӗ темӑпа хӑйсем тӗллӗн тӗпчеме пултараҫҫӗ.
Паллӑ мар салтак кунӗ вӑл - хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та. Пирӗн хамӑр ҫӗршывшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсене асра тытмалла!
#ГотовКПобедам
#ВолонтерыПобеды
#ВолонтерыПобедыБижбуляка
#ВолонтерыДобра
#НеТолько9мая
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та
Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та
Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та
Паллӑ мар салтак кунӗ хурлӑх кунӗ ҫеҫ мар, пирӗн историшӗн мӑнаçланмалли кун та
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: