Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекенсемпе шкул музейӗнче иртнĕ Паттăрлăх урокне Чечен вӑрҫи ҫулӗсенче пуçне хунă салтаксене халалланӑ.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекенсемпе шкул музейӗнче иртнĕ Паттăрлăх урокне Чечен вӑрҫи ҫулӗсенче пуçне хунă салтаксене халалланӑ. Шӑпах 30 ҫул каялла, 1994 ҫулхи декабрӗн 11-мӗшӗнче, Чечняри пӗрремӗш вӑрҫи пуҫланнӑ. Ҫак трагедилле событисене Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснисем те хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Игорь Дорофеевич Николаев, гварди аслă лейтенант, "Тăван çершывшăн тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн 2-мĕш степеньлӗ " орденпа наградӑланӑ, 1996 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă. "Мӗнле каччӑ пулнӑ вӑл!" - чӑн-чӑн геройӑн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхне халалланӑ музейри экспозицие ҫапла ят панӑ. Игорь ашшӗ-амӑшӗ панӑ музей фондӗнчи чӑн-чӑн реликвисене ачасем курма тата тытса пӑхма пултарнă. Вӑл 23 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Пуçне хунă салтаксене ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытмалла. Урок пӗр минутлӑха шăп тăнипе вĕçленнĕ.
#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

 

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: