#владимирпутин
Путин: Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ятпа фронтовиксене апрель-май уйӑхӗсенче укçа-тенкĕ тӳлеҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалласа фронтовиксене пӗр хутчен 2025 ҫулхи апрель-май уйӑхӗсенче тÿлев тӳлеҫҫӗ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн тивӗҫлӗ указне право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларакан сайтра вырнаҫтарнӑ.
"1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул тултарнӑ май 2025 ҫулхи апрель-май уйӑхӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче, Латви Республикинче, Литва Республикинче тата Эстони Республикинче, Абхази Республикинче, Кӑнтӑр Осетипе Приднестровье Республикин территорийӗсенче ялан пурӑнакан граждансен тепӗр категорийӗсене пӗр хутчен тӳлеме йышӑнатӑп", - тенӗ документра.
Указран Ҫӗнтерӳ юбилейне 80 пин тенкӗ фронтовиксем, блокадăри Ленинградра пурӑнакансем, оборона сооруженийӗсем тӑвакансем, авиабазăра ӗҫлекенсем илеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах тыл ӗҫченӗсене, концлагерьте нумай ҫул тӗрмере ларнӑ ҫынсене 55 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/76110/photos/79802
https://ria.ru/20250115/putin-1993886103.html