Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ

Ленинград блокади хальхи ачасемпе ҫамрӑксемшӗн историлле пӗлтерӗшлӗ событи кӑна мар, кăмăл-сипет вĕрентекенĕ те пулса тӑнӑ.

Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ

 

Январӗн 25-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Ленинград — асӑну тата ырату" Ленинграда фашистсен блокадинчен пӗтӗмпех хӑтарнине халалланӑ паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ. Мероприятие ертсе пыракан ачасене осадӑри Ленинградра пурӑнакансен шăпине лекнӗ йывӑр тӗрӗслевсем ҫинчен: выҫлӑх, сивӗ, çăкăр нормисем ҫинчен, Ладога кӳлли урлӑ «ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ» ҫинчен каласа панă. Вӑл Ленинград ҫыннисен ҫирӗплӗхӗ, паттӑрлӑхӗ, ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипет вӑйӗ ҫинчен каласа панă, çакă вĕсене блокадӑна чӑтса тӑма, ҫӗнтерме май панă. Мероприятие "Блокадный Ленинград" видеоматериал кӑтартӑвӗпе ирттернӗ. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем "пурнӑҫ çулӗ" буклет илнĕ.

Ленинград блокади хальхи ачасемпе ҫамрӑксемшӗн историлле пӗлтерӗшлӗ событи кӑна мар, кăмăл-сипет вĕрентекенĕ те пулса тӑнӑ. Юлашкинчен ертсе пыракан ачасен пухăннă ыйтусене хуравланă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

 

Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: