#владимирпутин
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсем, Ленинграда хӳтӗлекенсем çитес ӑрусене хӑйсене шеллеменнин, кӑмӑл-чӗре, ҫирӗплӗх тата чӑн-чӑн патриотизм тӗслӗхне хӑварнӑ, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
Тунтикун Путин Çĕнтерÿ 80 ҫул тултарнине тата Ленинграда фашист блокадинчен хӑтарнӑранпа 81 ҫул ҫитнине халалланӑ "Ленинградри Ҫӗнтерӳ" концертра тухса каланă тата ветерансене «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнипе» юбилей медалӗсем панă.
"Осадăри хулан массӑллӑ паттӑрлӑхне нихҫан та манас ҫук. Вӗсем, пирӗн ветерансем, хӑйсене шеллеменнин, камăл-чĕрелĕхе, ҫирӗплӗхе тата чӑн-чӑн патриотизм тӗслӗхне ӗмӗрлӗхех хăйсен пулас ăрăвне хӑварнӑ, – тенӗ Путин наградӑлас умӗн.
Вӑл Ленинграда паттӑррӑн хӳтӗлекенсене, Невски пятачокра, Пулков сӑрчӗсенче, Ораниенбаум тата Кронштадт патӗнче ҫапӑҫакансене, Ладогӑпа Фин заливӗн шывӗсенче ҫапӑҫакансене, Ленинградран пиншер ҫын эвакуацилекенсене тата хулана апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ легендăлла çулăн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернисене пурне те хисепленине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/76165/photos/79870
https://ria.ru/20250127/veterany-1995761242.html