Çутă çул
-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Афганистанри ҫапӑҫусен ветеранӗсем!

Февралӗн 15-мӗшӗнче Тӑван çӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене аса илмелли кун.

Февралӗн 15-мӗшӗнче эпир Тӑван çӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене аса илмелли куна паллӑ тӑватпӑр. Ку пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи уйрӑм кун. Ҫак кун 36 ҫул каялла совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухасси вӗҫленнӗ.
Паян эпир Афганистанăн Демократиллӗ Республикинче халӑх хирӗҫ терроризмĕпе кӗрешес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ совет салтакӗсен, воин-интернационалистсен паттӑрлӑхĕ умĕнче пуҫ таятпӑр. Аса илтеретпӗр, Пишпÿлек районӗнчен хӗҫпӑшаллӑ конфликта хутшӑнакансем пирӗн 114 ҫын пулнă. Шел пулин те, вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ. Паллах,Тӑван Ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлес тесе хӑйсен пурнӑҫне панӑ пирӗн геройсене аса илетпӗр. Владимир Исаев, Марсель Кашапов, Владимир Яковлев — вӗсен ячӗсем пирӗн чӗрере яланлӑхах.
Хисеплӗ воин-интернационалистсем! Пирӗншӗн пуриншӗн те эсир Раҫҫей патриотизмӗн ҫирӗплӗхӗн, ҫар присягин тата идеалӗсен тӗслӗхӗ пулса тӑратӑр. Ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн уйрӑм тав сӑмахӗсем. Вӗсене хӑвӑр пӗлӳпе опытăра панӑ чухне эсир вӗсене пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма вĕрентетĕр. Ҫакна эпир халӗ, пирӗн ентешсем ятарлă ҫар операци шайӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хастар малалла тӑснине куратпӑр.
Хисеплӗ ветерансем! Сире пӗтӗм чӗререн ырлăх-сывлӑх тата пур пуҫарусенче та ӑнӑҫу сунатпӑр! Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене телей сунатпӑр. Паллах, пурне те пире пирӗн пуҫ тӑрринче лӑпкӑ тӳпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Афганистанри ҫапӑҫусен ветеранӗсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Афганистанри ҫапӑҫусен ветеранӗсем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: