Çирĕклĕ ял клубӗнче "Афганистан — пирӗн астăвăм тата ырату" пӗлӳ программи иртнӗ.
Февралӗн 15-мӗшӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран кăларнă кун — ҫак паттӑр та трагедиллӗ вӑрҫа хутшӑннисене пурне те пӗрлештерсе тӑракан астăвăм кунӗ.
Ертсе пыракан пухӑннисене пирӗн ҫарсем ют ҫӗршыва ин-тернационаллă тивӗҫе пурнӑҫлама кайнӑ ҫулсенчи ӗҫсем ҫинчен каласа панă. Вӑл афган ҫӗрӗ ҫинче пуçне хунă геройсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, Тӑван Ҫӗршыва, паттӑрлӑха, чӑн-чӑн туслӑха тата этем чун-хавалӗн вӑйне юратни ҫинчен каласа панă. Хутшăнакансене "Аса илер Афганистана" видеопрезентаципе паллаштарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.