Çутă çул
-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем йӗлтӗрпе чупас тата пневматика винтовкинчен перес енӗпе ӑмӑртнӑ.

Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ

Хушăлкара Владимир Яковлев воин-интернационалиста халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ. Хушăлкари вăтам шкул площадкинче ял ҫыннисем, ветерансем, шкул ачисем пухӑннă. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем йӗлтӗрпе чупас тата пневматика винтовкинчен перес енӗпе ӑмӑртнӑ. Район администрацийӗнчи ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров, çак ӑмӑртусене ирттересси малашне те Афганистанра хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӳ ҫулӗсенче хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен калакан историне асра упраса хӑварма пулӑшасса шанса, хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах каланă.

Мероприяти шайӗнче унта хутшӑнакансем Владимир Яковлева пытарнӑ вырӑна ҫитсе унӑн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Хушăлкара Владимир Яковлева халалланӑ ҫулленхи ӑмӑртусем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: