Февралӗн 25-мӗшӗнче Пăслăк ялӗнчи нумай функциллӗ клубра муниципалитетӑн культура марафонӗ — Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ "Çĕнтерÿ çырӑвӗ" фестиваль иртнӗ. Ҫак паллӑ пулӑма Пăслăк ялӗнчи модель библиотекин библиотекарĕ Совет Союзӗн Геройӗн К.Д. Андреевăн мӑнукӗпе Вера Ивановна Васильевапа пӗрле "Андреев Кирилл Дементьевич — историри ҫын" тӗлӗнмелле иллюстраци куравĕ хатӗрленӗ.
Куравра герой архивӗнчи чăн докуменчӗсемпе дневникӗсене тăратнă, унта пыракансене унӑн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхне тӗкӗнме май панӑ. Кирилл Дементьевич Андреевӑн мӑнукĕсен ачисен ӗҫӗсем — ӑрусен улшӑнӑвӗсемпе управӗ ҫинчен калакан эссесемпе презентацисем уйрӑм вырӑн йышӑннӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче геройӑн мӑнукӗ Вера Ивановна хӑнасене Кирилл Андреев ҫинчен хӑйӗн асаилӗвӗсене каласа панă, мероприяти атмосферине ӑшӑ туйăмпа тултарнă. Унӑн калавӗ герой сӑнарне чӗртнĕ, ӑна фестивале хутшӑнакансемшӗн ҫывӑхрах та ӑнланмалларах туса панă.
Елена СТЕПАНОВА,
Пăслăк ялӗнчи модель библиотекин библиотекарĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Елена Степанова.