Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ» асăну каçĕ иртнӗ.

Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ

Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Сергей Павлович Никифоров пуçне хунăранпа ҫур ҫул иртнӗ.

Сергей Павлович — кадрти ҫар ҫынни, хӗрӳ точкăсем витӗр тухнӑ: Афганистанпа Таджикистан.

Ҫӗршыва хӑрушлӑх хӑратса тӑнӑ вӑхӑтра вӑл айккинче юлма пултарайман. Присягăна вӗҫне ҫитиех шанчӑклӑ тӑрса юлнă…

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ» асăну каçĕ иртнӗ. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Семенов Александр Александрович хӑйӗн сӑмахӗнче пуçне хунă боецсемшĕн чĕре ыратнине палӑртнă. Пуçне хунă салтакпа пӗр класра вӗреннĕ Надежда Тимофеевна Михайлова Сергей Павловича аса илнӗ. Ырӑ сӑмахсем мероприятие хутшӑнакансенчен, вырӑнти канаш депутатӗнчен Роман Владимирович Тиманкинран янӑранă.

Ҫуртасем ҫутнă, воина хисеплесе. Ӑс-тӑн чӗрӗ, ӑстăвăм вилӗмсӗр!

#Год_поддержки_участников_СВО
#седякбаш
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sedyakbashsdk2023

 

 

Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Сыввисем астăвăма упраççĕ" каç иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас