Ҫӗнтерӳ паркӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ мемориал комплексне савӑнӑҫлӑ лару-тăрура уҫнӑ. Ҫак пулӑм ветерансене, хастар ҫар ҫыннисене, боецсен ҫемйисене, волонтерсене тата хулара пурӑнакансене пуҫтарнă.
Мемориал Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуçне хунисене асӑнмалли тата халӗ малти ретре тӑракансене пулӑшу памалли символ пулса тӑнӑ. Церемонире паттӑрсене, вӗсен ҫемйисене тата фронта пулӑшакансене пурне те тав сӑмахӗсем янӑранă. Ертсе пыраканӗ палӑртнă:
— Эпир пуҫне хунисен, таврӑннисен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр, паттӑрсен ҫемйисене юратупа пулӑшушӑн тав тӑватпӑр.
Мемориала уҫма Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхне Радий Фаритович Хабирова, Стерлитамак администрацийӗн пуҫлӑхне Эмиль Владиславович Шаймарданова, Стерлитамакри СВО ветеранĕсен Ассоциацийӗн председательне Филюс Уралович Аслыгужина, Стерлитамакри Тӑван ҫӗршыв салтакӗсен Ҫемйисен Регионти комитечӗн ертӳҫине Янина Рашитовна Волочаевана чыс панă. Радий Хабиров мемориала пуҫ хунисене кӑна мар, чӗрӗ паттӑрсене те халалланине палӑртнă:
— Ҫак мемориал — хурлӑхпа мӑнаҫлӑх палли. Вӑл пурнӑҫне панисене тата алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пӗрлештерет. Унӑн девизӗ — «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр».
Ҫак кун республика Пуҫлӑхӗн тав хутне СВОна хутшӑнакансене пулӑшакан Центра (ертӳҫи Евгения Долгих), çавӑн пекех Филюс Аслыгужинпа Янина Волочаевана панă. Эмиль Шаймарданов палӑка уҫнӑ куна хулашӑн уйрӑмах паллӑ тесе палӑртнă, боецсен паттӑрлӑхӗ Стерлитамак историне ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнине палӑртнă.
Филюс Уралович фронта пулӑшакансене тав тунă та каланă:
— Эпир сире киле ҫӗнтерӳпе кӗтетпӗр.
Янина Волочаева Стерлитамак ҫамрӑкӗсемшӗн мемориал хӑюлӑхпа патриотизм шкулӗ пулассине палӑртнă. Мемориала лартассин пуҫарӑвӗ Стерлитамакри Тӑван çӗршыв салтакĕсен ҫемйисен регионти комитечӗ. Комплекс Ҫӗнтерӳ паркӗнче, ҫамрӑк мӑшӑрсен балюстради пулнӑ вырӑнта вырнаҫнӑ, ҫакӑ хулан мемориал зонисен пӗрлехи концепцине тума май панӑ: Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен — Афганистан, Чечня тата ятарлӑ ҫар операцийӗ таран. Композици варринче — виҫӗ ҫар ҫыннин бронза кӗлеткисем: мобилизациленнин, доброволецӑн тата регулярлӑ ҫар боецӗн (ҫӳллӗшӗ 2,28 м). Икӗ айккипе — пысӑк плитасем: пӗрин ҫинче аннесене, арӑмӗсене, волонтерсене пӗлтерекен хӗрарӑм, теприн ҫинче — килтен килнĕ ҫыру вулакан боец. Мемориалӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 12 метр. Кунта маларах Интернационалистсен стелли патӗнче СВО боецӗсене асӑнса лартнă плитисене куҫарнӑ. Мемориала уҫни чечексем хунипе вӗҫленнӗ. Стерлитамакра пурӑнакансем ҫӗнӗ палӑк ҫамрӑк ӑрӑва асра тытмалли, хисеплемелли тата патриотизм воспитанийӗ памалли вырӑн пуласса шанаҫҫӗ.