Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Владимир Путин Ленинград блокадинче пулнисене асӑннă

#владимирпутин

Владимир Путин Ленинград блокадинче пулнисене асӑннă
Владимир Путин Ленинград блокадинче пулнисене асӑннă

#владимирпутин
Январӗн 27-мӗшӗнче Ленинграда фашистсен блокадинчен туллин хӑтарнӑранпа 82 ҫул ҫитнӗ.
Нева пятачокӗ ҫинче Владимир Путин Президент «Рубежный камень» умне чечексем хунă. Шӑпах ҫакӑнта хӗрлӗ армеецсем блокадӑн малтанхи кунӗсенчех тӑшманӑн пысӑк вӑйӗсене тытса чарнӑ, ӑна хула ҫывӑхне яман.
Ҫавӑн пекех Президент Пискарев мемориал масарĕнчи «Мать-Родина» монумент умне чечек кӑшӑлӗ хунӑ. Тӑванла вилтӑприсенче 420 пин Ленинград ҫынни тата 70 пин салтак выртать.
Ленинград - тĕнче историйĕнче 900 куна яхăн блокадăна чăтма пултарнă пĕртен-пĕр хула: 1941 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнчен 1944 çулхи кӑрлачăн 27-мĕшĕччен.

Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru сайтран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-27/vladimir-putin-pochtil-pamyat-zhertv-blokady-leningrada-4552772

 

 

Владимир Путин Ленинград блокадинче пулнисене асӑннă
Владимир Путин Ленинград блокадинче пулнисене асӑннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас