Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн ҫуртӗнче «Сталинград ҫапӑҫӑвӗ» Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ.

Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ


Кӑҫал Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче ҫӗнтернӗренпе 83 ҫул ҫитрӗ. Сталинград ҫапӑҫӑвӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чи пысӑк ҫапӑҫусенчен пӗри тата иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин улшӑну тапхӑрӗ пулса тӑнӑ.
Февралĕн 4-мӗшӗнче Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн ҫуртӗнче «Сталинград ҫапӑҫӑвӗ» Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ. Вӑйӑ ултă станцирен тӑнӑ. Кашни станцире унта хутшӑнакансем заданин тӗрлӗ кӑткӑслӑх шайне пурнӑҫланӑ: ҫар техникин сассисене тавҫӑрса илнӗ, тӑшман килнин координачӗсене палӑртнӑ, катапульта, кӗпер, самолет тата алӑ айӗнчи хатӗрсенчен носилка пухнӑ. Квеста тăватă команда хутшӑннӑ: Пишпӳлекри 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вăтам шкулсен, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн командисем.
Пур команда та мӗнпур заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ кӑтартӑвӗсемпе командӑсем ҫак вырӑнсене йышӑннӑ:
1-мĕш вырӑн - Пишпӳлекри 2-мĕш вăтам шкул;
2-мӗш вырӑн - Пишпӳлекри 1-мĕш вăтам шкул;
3-мӗш вырӑн - Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕ.
Хутшӑнакансене пурне те хутшӑннӑшӑн дипломсемпе чысланӑ, çавӑн пекех Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑнакансем ҫинчен альбомсем панă.

#Бижбулякскийрайон
#СталинградскаяБитва
#ВолонтерыПобеды

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫей истори квесчӗ иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас