Юлашки совет ҫарӗсем Афганистанран 1989 ҫулхи февралĕн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Паян вӑл пуçне хунă мĕнпур воин-интернационалистсене хурланмалли тата асӑнмалли кун.
Ҫак куна халалласа Хушăлкари вăтам шкулта афганец-ҫар ҫыннине, шкултан вӗренсе тухнӑскере — Владимир Яковлева асӑнса чаплă митинг пулнă, çавӑн пекех унӑн вилтӑпри ҫине, Вишневка ялӗнчи обелиск патне чечексем хунă.
Ҫак мероприятие Владимирӑн тӑванӗсене йӑмӑкне Полина Георгиевна тата унӑн хӗрне Татьяна Александровнана ывӑлĕпе, район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумне А.А. Данилова, Хушăлка ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне В.В. Тимофеева, ветерансен канашӗн председательне В.А. Ахметзянова, Хушăлкари ветерансен канашӗн председательне А.Г. Женжурова, Пишпӳлек районӗнчи афган ветеранӗсене, Пăслăкпа Михайловкăри вăтам шкулсен представителӗсемпе спортсменӗсене, «Мужество» ҫарпа патриотизм клубӗн воспитанникӗсене йыхравланӑ.
Володя ячӗллĕ 10-мĕш класра вӗренекенсем «Астӑватпӑр. Юрататпӑр. Манмастпӑр» литературӑпа музыка композицийӗпе Л.В. Данилова ертсе пынипе паллаштарнă, ҫак кун ҫавӑн пекех йӗлтӗрпе чупассипе, пневматика винтовкинчен перессипе тата хоккей ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ.
#БижбулякскийРайон
#АфганистанНашаПамятьИболь
#МыЗаРодину
#МыПатриотыРоссии
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.