Февралĕн 13-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланă Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун умӗн Пишпӳлек ялӗнчи Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗнче чаплă митинг иртнӗ.
Мероприятие Афганистанри ҫапӑҫусен ветеранӗсем, ветерансен организацисен представителӗсем, учрежденисен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех ахаль район ҫыннисем хутшӑннă.
Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев саламлă сӑмах каланă. Вӑл ҫак дата — кирек хӑш минутра та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑма хатӗр Раҫҫей ҫыннисен ҫирӗплӗхӗпе хӑюлӑхӗн символӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех районӑн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тата ветеран интернационалистсен Совечӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов тав сӑмахӗсем каланă.
Шкул ачисенчен саламлани уйрӑмах чуна пырса тивекен самант пулнă. Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулта вӗренекенсем ветерансем валли хӑйсем ӑсталанӑ открыткӑсем хатӗрленӗ, кашнине асӑнмалӑх парне панӑ.
Митинг хыҫҫӑн хутшӑнакансем асӑну плитисем патне чечексем хунă. Унтан ушкӑнсене пайланса Хушăлка, Дюсян тата Егоровка ялӗсенчи çарти юлташӗсене пытарнӑ вырӑнсене ҫул тытнă.
Ҫакна та палӑртмалла: Хушăлка ялӗнче ҫулсерен йӗлтӗрпе чупасси тата пневматика хӗҫ-пӑшалӗнчен перессипе ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Вӗсене çар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ентеше Владимир Яковлева асӑнса ирттереççĕ.
Пишпӳлек районӗнчен ҫав вӑрҫа 114 салтак хутшӑннӑ. Кашни иккӗмӗшӗ ҫапӑҫу наградисемпе таврӑннӑ. Паян районта 46 ветеран «афганец» пурӑнать. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 57, асли — 68 ҫулта.
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалӑ, чӗррисене пуҫ таймалла!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.