2026 ҫулхи февралĕн 15-мӗшӗнче, воин-интернационалист-сен тата Афганистанран ҫарсене кӑларнă кун, Ситекпуç ялӗнчи «Патриот» паркра вырӑнти вӑрҫӑсен ҫар ҫыннисемпе ятарлă çар операцинче пуçне хунă хутшӑнакансен обелискӗ патĕнче чаплă митинг пулнӑ тата чечексем хунă.
Киров ячӗллӗ кооператив председателӗ Александр Тихонов, ял старости Галина Скоробогатова, ял ҫыннисем, ятарлă çар операцинче пуçне хунин амӑшӗ Раиса Никифорова тав сӑмахӗсем каланă. Лидия Павлова хӑйӗн тӑван шăллĕ, Афганистанри ҫапӑҫусен ветеранӗ ҫинчен каласа панă. Геройсене ҫутӑ асӑну.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.