Çутă çул
-20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ

Февралĕн 15-мӗшӗнче воин-интернационалистсене асăнакан кун Кистенлӗри Культура ҫурчӗ «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» тематика минутне ирттернĕ.

Афганистан вӑрҫи - совет саманин летопиҫӗн чи трагедиллӗ страницисенчен пӗри.

Мероприятире февралĕн 15-мӗшӗ Афган вӑрҫине хутшӑннисемшӗн уйрӑм кун пулнине аса илтернĕ. Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларма пуҫланӑ ҫак кун. Шӑпах ҫак кун 1989 ҫулта Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухассине вӗҫленӗ. Ку пулӑм ҫӗршыв историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ нумай ҫул пынă ҫар хирӗҫӗвӗ вӗҫленнине палӑртнӑ.

Ют тӑрӑхри хаяр ҫапӑҫусен вунă ҫулĕ тăршшĕнче пирӗн халӑх нумай хуйхӑ-суйхӑпа инкек-синкек тӳссе ирттернӗ. Вӑл вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫеҫ мар, ун хыҫҫӑнхи ӑрусен асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ.

650 пин совет салтакӗ Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Хӗсмете вӗсем арҫын ачасем пулса кайнӑ, ветерансем пулса таврӑннӑ. Тата мероприятие хутшăнакансем воин-интернационалист Петр Васильевич Куляков ячӗллĕ ҫӑлкуҫ патне чечексем хунă.

Мероприяти гражданлӑх тата патриотизм воспитанийӗ пама, активлӑ пурнӑҫ позицийӗ йӗркелеме тата асӑнмалӑх йӑла-йӗркесене упраса хӑварма тӗллев лартнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291

Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ
Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ
Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ
Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ
Кистенлӗре «Астӑвӑм чӗрӗ пулсан эпир астӑватпӑр» минутне йĕркеленĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас