Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2021, 09:26

Халăх çыравĕ: ыйтусемпе хуравсем (3)

Халӑх ҫыравӗ сайра хутра пулать, унта ыйтусем нумай сиксе тухаҫҫӗ, анчах хуравӗсене тупма ҫӑмӑлах мар. Эпир темиҫе ыйту тата вӗсен хуравĕсене пуҫтартӑмӑр:  

Халăх çыравĕ: ыйтусемпе хуравсем (3)
Халăх çыравĕ: ыйтусемпе хуравсем (3)

Халӑх ҫыравӗ сайра хутра пулать, унта ыйтусем нумай сиксе тухаҫҫӗ, анчах хуравӗсене тупма ҫӑмӑлах мар. Эпир темиҫе ыйту тата вӗсен хуравĕсене пуҫтартӑмӑр:

 

Ыйту №5. Халӑха ӗҫ вырӑнӗсенче ҫырав ирттереҫҫӗ-и?

Хурав: Пурте ӗҫ параканран килет. Организацин ертӳҫи Росстат территори органне кайса ҫыравҫӑсене предприятине (пӗрне е ушкӑнне, организацин виҫине кура) чĕнтерме пултарать.

Фирма ертӳҫи ҫырса илекенсем хӑҫан килессине (кунне тата вăхăтне) малтанах палӑртса хурать (1—2 кун, ӗҫченӗсем компанире кашни кун ӗҫлемеҫҫӗ пулсан).

 

Ыйту №6. Хваттере тара пани ҫинчен договор пур пулсан, хваттер харпăрçи е унта пурӑнакан çын ятĕнчен ҫыру листине ҫырса хумалла?

Хуравӗ: Çын пурӑнмалли ҫурт тара илет пулсан (аренда или съемная квартира), çак адреспа ҫыравҫӑ килет пулсан, хальхи вӑхӑтра хваттерте, урӑхла каласан, хваттере тара илекен ҫын ыйтусене хуравлать. Мӗншӗн тесен халӑх çыравĕ иртекен самант тӗлне ҫак пӳлӗмре пурӑнакан ҫынсен йышне шута илмелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр харпӑрçи хăй пурăнакан вырӑн адресӗпе ҫыру листи ҫырса тултарӗ.

 

Ыйту №7. Халăх ҫыравĕ ирттернӗ тапхӑрта çын больницăра выртать пулсан, ҫырав ӗҫне мӗнле хутшӑнмалла-ха унӑн?

Хуравӗ: Халӑх ҫыравне ирттернӗ тапхӑрта стационар сиплевӗнче пулакан çынсем Госуслуги сайтӗнче ҫырав листине ҫырса хума пултараҫҫӗ. Больницӑра выртакан ҫын ҫинчен калакан информацие унӑн тăванĕ калама е çырав хутне çырма пултарать.

 (Малалли пулать).

Халăх çыравĕ: ыйтусемпе хуравсем (3)
Халăх çыравĕ: ыйтусемпе хуравсем (3)
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: