Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
6 Сентябрӗн 2021, 09:15

Владимир Путин: Хабаровск процесне сÿтсе явни историе тĕрĕс мар сăнласа панине чарма кирлĕ

#владимирпутин Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫак тема уйрӑмах наука тата практика тӗлӗшӗнчен пысăк пĕлтерешлĕ пулнине палӑртнӑ.

Владимир Путин: Хабаровск процесне сÿтсе явни историе тĕрĕс мар сăнласа панине чарма кирлĕ
Владимир Путин: Хабаровск процесне сÿтсе явни историе тĕрĕс мар сăнласа панине чарма кирлĕ

Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫак тема уйрӑмах наука тата практика тӗлӗшӗнчен пысăк пĕлтерешлĕ пулнине палӑртнӑ.

Архивсен материалӗсем ҫинче никӗсленнӗ Хабаровск процесӗн пӗтӗмлетӗвне сӳтсе явни Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин историллӗ пулӑмӗсене пӑсма хирӗҫ тӑма питӗ кирлӗ. Кун ҫинчен Хабаровскра иртекен пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика «Хабаровск процесӗ: истори урокӗсем тата хальхи вӑхӑтри чӗнӳсем» ятлӑ наукӑпа практика форумне хутшӑнакансене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламланă май каланӑ.

«Хабаровск процесӗ: истори урокӗсене тата хальхи вӑхӑтри чӗнӳсем» форум Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин — 1949 çулта иртнĕ Хабаровск процесӗнчен пӗрне халалланӑ, ҫавӑн пекех Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи (Токио трибуналӗ) 1946-1948 ҫулсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫар трибуналӗ иртнĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Форум президент гранчӗсем пулӑшнипе иртет.

Хабаровск процесӗ — Японин Квантун ҫарӗнчи 12 ҫар служащийӗсенчен тӑракан ушкăна суд туни, вĕсене бактериологи хӗҫпӑшалӗ тунăшăн тата усӑ курнашăн айӑпланӑ.

 

ТАСС информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Сергей Бобылев/ТАСС

Владимир Путин: Хабаровск процесне сÿтсе явни историе тĕрĕс мар сăнласа панине чарма кирлĕ
Владимир Путин: Хабаровск процесне сÿтсе явни историе тĕрĕс мар сăнласа панине чарма кирлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: