Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Кӑрлач 2022, 14:15

Пушкӑртстанри ҫул-йĕр ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва транспорт сехетӗнче тишкерӗҫ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанри ҫул-йĕр ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва транспорт сехетӗнче тишкерӗҫ
Пушкӑртстанри ҫул-йĕр ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва транспорт сехетӗнче тишкерӗҫ

Республикӑн ГИБДД оперативлӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, январĕн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен 49 ДТП пулса иртнӗ, вӗсенче 56 ҫын аманнӑ, ҫул-йӗр ҫӳревне хутшӑнакан икӗ ҫын вилнӗ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Александр Булушев оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа регионта çулсем çинче 128 инкеклĕ ĕç пулса иртнӗ, вӗсенче 189 ҫын аманнӑ, вилнӗ — 18. Пӗлтӗрхи аналог тапхӑрӗнче 234 автоавари пулса иртнӗ, вӗсенче 20 ҫын вилнӗ, 177 ҫын травмӑланӑ.

"ГИБДД информацийĕпе, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен тытса чарнă ÿсĕр водительсен шучӗ 179 ҫын шутланнӑ, вӗсенчен виҫӗ ҫын ДТП тунӑ. Çулталăк пуçланнăранпа эрех-сӑра ĕçсе ӳсӗрĕлнĕ тытса чарнӑ водительсен пӗтӗмӗшле шучӗ 522 ҫын шутланнӑ, вӗсенчен улттӑшӗ ДТП тунӑ", — хушса хунă вӑл.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паян транспорт сехечӗнче ҫул-йӗр сферин нумай ыйтӑвне сӳтсе явассине, тивӗҫлӗ ведомствӑсен ертӳҫисен доклачӗсене итленине пӗлтернӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ОГИБДД.

Пушкӑртстанри ҫул-йĕр ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва транспорт сехетӗнче тишкерӗҫ
Пушкӑртстанри ҫул-йĕр ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва транспорт сехетӗнче тишкерӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: