Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Нарӑсӑн 2022, 13:11

Кулленхи ӗҫпе шанӑçа тӳрре кӑлараҫҫӗ

Йăлпăлакри ИП Венера Александрова ӳсентӑран ĕçне аталантарас енӗпе малалла ҫирӗппӗн ĕçлет.  

Кулленхи ӗҫпе шанӑçа тӳрре кӑлараҫҫӗ
Кулленхи ӗҫпе шанӑçа тӳрре кӑлараҫҫӗ

Йăлпăлакри ИП Венера Александрова ӳсентӑран ĕçне аталантарас енӗпе малалла ҫирӗппӗн ĕçлет.

2021 ҫулхи ҫулла Венера Ильинична Александрова ӳсентӑран ĕçне аталантарас енӗпе уйрӑм предприниматель пулса тăчӗ.

— Нумай ачаллӑ ҫемьере Йăлпăлакра ҫуралса ӳснӗ, — каласа парать Венера Александрова. — Эпӗ пӗрремӗш класа кайнӑ чухне пирӗн атте чирлесе вилчӗ. Пилӗк ачана пӗчченех пирӗн анне Клавдия Григорьевна ура ҫине тӑратрӗ. Вӑл малта пыракан доярка тата пӑру пăхакан пулнӑ. Унӑн сăнÿкерчĕкĕ райцентр варринчи площадьри Хисеп хӑми ҫинче ялан çакăнса тăнă.

Венера Ильинична уроксем хыҫҫӑн яланах фермăна амӑшне пулӑшма ҫӳренине аса илет. Кунти районта 3000 пуҫлӑх мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан пӗртен-пӗр пысӑк комплексӗ вырнаҫнӑ. Венера шкултан вĕренсе тухсан Шафранти ял хуҫалӑх техникумне ветеринара вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл Аксенри ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ. 1988 ҫултан пуҫласа тӑван колхозра диплом илнĕ ветеринари ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме пуҫланă.

— Хамӑн специальнăҫпа колхоз ферминче чӗрӗк ӗмӗр вӑй хутӑм, унтан "Октябрь" СПКра, ял хуҫалӑх кооперативӗ пачах арканичченех ӗҫлерӗм, — малалла каласа парать Венера Ильинична. — Унтан районти ветеринари станцине специальнăҫпа ĕçе вырнаҫрӑм. Ман çума Сухоречка кустне ҫирӗплетрӗҫ. Иртнӗ ҫулла ӳсентӑран ĕçне аталантарас тӗллевпе уйрӑм предприниматель пулса тӑтӑм.

Ҫемье пуҫлӑхӗ Иван Ильич ҫирӗм ҫул ытла колхозра тӗп энергетикра вӑй хунӑ. Тӑватӑ ачана вӗрентме вӑхӑт ҫитсен вара Ҫурҫӗре ӗҫлеме кайнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура.

— Районти ялхуҫалӑх управленийӗ урлӑ документсене ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн мана "Агростартап–2021" ял хуҫалӑх предпринимателӗсем валли республика программине кӗртрĕç, мана грант уйӑрса пачĕç, — каласа парать лара-тӑма пӗлмен универсаллӑ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ Венера Ильинична патшалăхран вӑхӑтлă тата лайӑх пулӑшу пани ҫинчен. — Хальхи вӑхӑтра пирӗн уйрӑм хуҫалӑхра МТЗ-80 тата 82 кустăрмаллӑ икӗ трактор, оборудовани пур: плуг, сӳре тата сеялкӑсем, ҫавӑн пекех "Енисей" тырӑ вырмалли комбайн. Эпир сӗлӗ, урпа тата хуратул ÿстеретпĕр. Тырпула упрама Çирĕклĕре кĕлет тара илетпӗр. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе БДМ (дискатор) тӑватӑ ретлӗ диск сӳрисем туяннӑ, химпрополка валли ҫурма прицеплӑ штанглă модернизациленӗ опрыскиватель тата хӑй тӗллӗн куҫса ҫӳремелли вӑрлӑха сортласа тасатакан ворох (ОВС-25 м).

Ӗҫчен ҫемье — Венера Ильиничнӑпа Иван Ильич Александровсем икӗ хӗр Нина тата Валентина, ҫавӑн пекех Венера Ильиничнан вилнӗ тăванĕн ачисене — Димитрий тата Любовь — аслӑ пӗлӳ панӑ. Вӗсем пурте хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ, лайах ӗҫе вырнаҫнă тата ятлӑ-сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Сезон ĕçĕсене уйрӑм предприниматель патне вырӑнти механизаторсем Виктор Михайлов, Михаил Константинов, Александр Максимов тата Александр Михайлов ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Александровсен çемье архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

 

Кулленхи ӗҫпе шанӑçа тӳрре кӑлараҫҫӗ
Кулленхи ӗҫпе шанӑçа тӳрре кӑлараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: