Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
28 Мартӑн 2022, 21:15

Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ

Старт умĕн Çĕнтерÿ паркĕнчи ӗмӗрхи вут патне чечексем хунӑ.

Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ
Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ

Мартăн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекре Украинӑри спецоперацине хутшăнакан Раҫҫей ҫарӗсене хавхалантарса "Z" автопробег иртнӗ. Мероприятие çар тытăçăвĕн ветеранӗсем, доброволецсем тата район ҫыннисем хутшӑннă, ҫапла майпа хӑйсен граждан позицине кӑтартма шут тытнă. Старт умĕн Çĕнтерÿ паркĕнчи ӗмӗрхи вут патне чечексем хунӑ. Пишпÿлекĕн тӗп урамӗсенчен пӑрӑнса автопробега хутшӑнакансем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркне ҫул тытнă, унта та чечек хунӑ. Мероприяти тĕп площадьре - старт точкинче, автоколонна таврӑннӑ маршрут ҫинче вӗҫленнӗ. Кунта митинг иртнĕ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ҫакӑн пек акцисем общество пӗрлӗхӗн ӗҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, ҫавна пула кашни ҫын хӑйӗн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫар служащийӗсене пулӑшма пултарать тенĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕн администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ
Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ
Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ
Пишпÿлекре "Z" автопробег пулса иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: