Çирĕклĕри ял клубӗнче Пушкӑрт чӗлхи кунне халалланӑ "Пушкӑрт халӑх вӑййисем" мероприяти иртнĕ. Пушкӑрт халӑх вӑййисен хӑйсен историйӗ пур, вӗсем упранса юлнӑ та паянхи кунчченех авалхи вӑхӑтран ҫитнӗ, нацин чи лайӑх традицийӗсене хӑйĕнче пухса, ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ.
Мероприятире хускануллӑ вӑйӑсем - "Чӑхсем", "Кӗтес", "Юрта", "Кашкӑрпа мулкачсем", "Кушак тата шӑшисем" - йӗркеленӗ. Малалла ертсе пыракан пушкӑрт поэчӗ - ҫутта кӑларакан, философ, шухӑшлавҫӑ М. Акмулла ҫинчен каласа панă. Мероприяти пынӑ май поэт, халӑх деятелӗ, сэсэн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарнă.
Ачасем вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ирттернĕ.
#Деньбашкирскогоязыка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.