Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
18 Мартӑн 2023, 05:38

Пушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннăПушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннă
Пушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннă

#наци проекчĕ
Пушкӑрт республикин правительствӑн пресс-служби "Башинформа" туризм автобусне лизинга туянассин пӗрремӗш килӗшĕвне туни çинчен пĕлтернĕ.
Договора "ПР Регионти лизинг компанийӗ" АО тата "Наци туризм компанийӗ" ООО туроператорӗ хушшинче тунӑ.
Автобус хакӗ - 11,5 млн ытла тенкӗ.
YUTONG маркӑллӑ туризм автобусра лармалли 53 вырӑн тата туристсене инҫете турттарма пӗтӗмӗшпех адаптациленӗ. "Наци туризм компанийӗ" ООО льготӑллӑ лизинг договорне ҫулталӑкра 8% тата 60 уйӑхлӑх срокпа тунă.
Лизинг пулӑшӑвне пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшас енӗпе ӗҫлекен наци проекчӗн шайӗнче, ҫавӑн пекех "Пушкӑртстанра шалти тата тулашри туризма аталантарасси" патшалӑх программи шайӗнче панӑ.
Аса илтеретпӗр, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшмалли наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-16/v-bashkirii-vydan-pervyy-turisticheskiy-avtobus-po-programme-lgotnogo-lizinga-3178921


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин сайчӗ.

Пушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннă
Пушкӑртра ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе пӗрремӗш турист автобусне туяннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас