

#владимирпутин
Раҫҫей Донбасс ыйтӑвне мирлӗ ҫулпа татса парасса шаннӑ, анчах Анӑҫ Украинӑна ҫапӑҫӑва хатӗрленӗ. Кун пирки пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин "Россия 1" телеканала "Москва. Кремль. Путин" программа валли интервьюра пӗлтернӗ.
"Донбаса илес пулсан, эпир ку ыйтӑва мирлӗ ҫулпа татса пама пултаратпӑр пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах халӗ эпир ҫакна куратпӑр, пире сӑмсаран кӑна ҫавӑтса ҫӳренĕ. Пирӗн партнерсенчен никам та мирлӗ майсемпе нимӗн те татса пама шутламан. Украинӑна хӗҫпӑшалпа авӑрланӑ та вӑрҫа хатӗрленнӗ", - тенӗ вӑл.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, çакӑн хыҫҫӑн Киев чӑнах та йывӑр техникӑпа, артиллерипе тата авиаципе усӑ курса икӗ пысӑк масштаблӑ ҫар операцийӗ ирттернĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Александр Рюмин.