+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ҫамрӑксем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе "Эпир - сывӑ ӑру" квиз-вӑйӑ иртнӗ.
Вӑйӑ темиҫе туртан тӑнӑ: "Тӗрӗс апат", "Гигиена", "Халӑх ӑслӑлӑхӗ калать", "Лайӑх тата сиенлӗ йӑласем", "Пӗлӳ - вӑй". Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасемпе сывӑ пулни, усӑллӑ та сиенлӗ хӑнӑхусем, спорт тата ӗҫ этем пурнӑҫне туллирех туни ҫинчен калаҫнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.