"Газпром газораспределение Уфа" компани тулашри вырнаҫтармалли хальхи кăмакасемпе ӗҫлеме тытӑнать. "Газ. Нефть.Технологи" Пӗтӗм тӗнчери 31-мӗш выставка шайӗнче хӑйӗн стендӗнче "ТГУ-НОРД-С" йышши газ термоблокне презентациленĕ.
Компактлӑ теплогенерацилекен установкӑсене уйрӑм ҫуртсене те, социаллӑ тата производство объекчӗсене те ӑшӑтма тата вӗри шывпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Пирӗншӗн продукци пӗтӗмпех хамӑр ҫӗршывра пулни кирлӗ. Ҫакӑн пек тулашри кăмака газпа тивӗҫтерес ӗҫе самаях ҫӑмӑллатать, йӳнетет. Пӳрт ӑшчиккине урӑхлатма та, тӗтӗм тухмалли вырӑн тума та кирлӗ мар. Тул енчен кăмака ларт та - усӑ кур. Ҫакӑн пек опыта пӗтӗм регионӗпех тиражламалла тесе шутлатӑп, - сӑмах май каланӑ Пушкӑртстан Республикин Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ - промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Урамри газ термоблокӗ ҫуртӑн тул енчи стени ҫине вырнаҫать. Ӑна Раҫҫейӗн анлӑ территорийӗнче ятарласа усӑ курма хатӗрленӗ, -45 °С, +40 °С температурӑра эксплуатацилеме палӑртнӑ, вӑтамран ҫакӑн пек кăмакана вырнаçтарма 140 пин тенкӗ тӑрать. Кун пек чухне кăмака валли пӳлӗм тума тӑкак пулмасть. Системӑна мобильлĕ приложенийӗ урлӑ тытса пыма пулать, авари сигналӗсем вара усӑ куракан телефон ҫине SMS-пӗлтерӳсем пек килеҫҫӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров майӑн 30-мӗшӗнче Правительствӑра оперативлӑ канашлу вӑхӑтӗнче муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене тата "Газпром газораспределение Уфа" предприятие халӑх пурӑнакан вырӑнсенче тулти кăмакасене вырнаҫтармалли механизма ӗҫе кӗртме хушнӑ.
https://pravitelstvorb.ru/news/21065/