Кун ҫинчен, ноябрӗн 7-мӗшӗнче, ЦУРти Пушкӑрт Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР транспорт министрӗ Александр Клебанов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн "Энергетика аталанӑвӗ" патшалӑх программине пурнӑҫланӑ шайра 2020 ҫултан пуҫласа регионта пурӗ 2 845 транспорта йӗркеленӗ.
Министр 2023 ҫулта, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑртнӑ 89,3 млн тенкӗ виҫипе пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ транспорт хатӗрӗсен 1 300 единицине ҫӗнӗрен йӗркелеме май парассине палӑртнӑ.
Докладчик уйрӑмах пĕр кубометр метан хакӗ пĕр литр бензин е дизель хакӗнчен 2,5 хут йÿнерех тӑнине тата республикӑри вӑтам шайра 21,62 тенкӗ тӑнине палӑртнă.
Александр Клебанов паянхи кун "Башавтотранс" ГУПра автобуссен 1560 единици хута яни ҫинчен, вӗсенчен 456 автобус, компримироват тунă ҫутҫанталӑк газӗпе (метан) ӗҫлекенскерсем, пӗтӗмӗшле йышӑн 30% яхӑн пулни ҫинчен каласа панă. Унсӑр пуҫне патшалӑх харпӑрлӑх формисене турттаракансен 142 пассажир автобусӗ те газомоторлӑ топливӑпа ҫавӑн пекех ӗҫлеҫҫӗ. Республика территорийӗнче пурӗ 598 пассажир автобусӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет.