Республикӑра пурӑнакан 4299 çынран социаллă сетьсенче, 216 видеопа, 115 шӑнкӑрав Ситцентра кĕнĕ. Уфара Радий Хабировăн тӳрӗ линийĕн эфирĕ 3 сехет те 45 минут пынă. Ҫак вӑхӑтра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республикӑра пурӑнакансен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче Пушкӑртстанри тӗрлӗ районсенчен тăватă тӳрӗ линине тата иккӗ – Республика управленийӗн центрӗнчен кӗнӗ. Чи сӳтсе явакан темӑсем – СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемьисен членӗсене пулӑшасси, ҫулсем, транспорт, ЖКХ, сывлӑх сыхлавӗ, промышленноҫ, хӑтлӑх, культура тата спорт . Юлашкинчен Радий Хабиров хӑйӗн шухӑшне каласа панӑ тата Елена Прочаковскаяпа Рустам Зарафутдинов ертсе пыракансен ыйтӑвӗсене кĕскен хуравланă.
Регион Пуҫлӑхӗн тӳрӗ линине кӗнĕ ыйтусене пурне те пӑхса тухӗҫ, вӗсене яваплӑ вырӑнсенче – профиль министерствисен, ведомствӑсен, район администрацийӗсен ӗҫченӗсене - ӗҫе парӗҫ.