Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Декабрӗн 2023, 11:31

Пушкӑртстанра карас ҫыхӑнӑвӗ 92% танлашать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра карас ҫыхӑнӑвӗ 92% танлашать
Пушкӑртстанра карас ҫыхӑнӑвӗ 92% танлашать

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра пурӑнакансене карас ҫыхӑнӑвӗпе тивĕçтересси 92 процентпа танлашать, - пӗлтернӗ ЦУРти республика правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР Цифра министерствин пуҫлӑхӗ Геннадий Разумикин.
Республика "Цифра танмарлӑхне пӗтересси" федераци программине 100 пуҫласа 500 ҫын таран халӑх йышӗпе пӗчӗк ялсенче ҫыхӑну станцийӗсене йӗркелес енӗпе хастар хутшӑнать.
Шӑпах ҫакӑн пек пысӑках мар поселоксенче ял тӑрӑхӗнче пӗтӗм халӑхӑн 40% пурӑнать. Пурӗ перечене Пушкӑртстанри халӑх пурăнакан 1286 пункчӗ кӗнӗ — ку вӑл регионти чи пысӑк список. Ҫак ялсемпе поселоксене 2030 ҫулччен ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.
Пушкӑртстан 2022 тата 2023 ҫулсенче Раҫҫейри мӗнпур регионсен хушшинче программӑна кӗртнӗ халӑх пункчӗсемшӗн халӑх сасăлассипе пӗрремӗш вырӑн упрать.
2023 ҫулта "2.0 цифра танмарлӑхне пӗтересси" программа шайӗнче 4G (LTE) халӑх пурӑнакан 242 пунктра база станцийӗсем хута кайнӑ.
Башинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта 50 поселокри база станцийӗсене хута яма палӑртнӑ, вӗсене кӑҫал сасӑлав вӑхӑтӗнче суйласа илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-25/v-bashkirii-ohvat-sotovoy-svyazyu-sostavlyaet-92-3581253

 

 

Пушкӑртстанра карас ҫыхӑнӑвӗ 92% танлашать
Пушкӑртстанра карас ҫыхӑнӑвӗ 92% танлашать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: