"Эпир тӑрӑшни пирӗн шкулсенче вӗренӳ пахалӑхӗ лайӑхланни патне илсе ҫитерет, — тенӗ регион ертӳҫи Радий Хабиров вӗренӳ ӗҫченӗсен август уйӑхӗнчи канашлӑвӗнче. — Ку вӑл пирӗн вӗренӳ тытӑмӗн пурлӑх никӗсне аталантарас енӗпе эпир сирӗнпе пӗрле пысӑк ӗҫ туса ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ".
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта чаплă ӗҫ пулса иртнӗ, "Вӗренӳ" наци проекчӗн "Хальхи шкул" федераци проекчӗн шайӗнче туса хатӗрленӗ "Ÿсӗм точки" ҫутҫанталӑкпа ӑслӑлӑх тата технологи ҫул-йӗрӗсен центрне уҫнӑ чаплӑ ӗҫ пулса иртнĕ. "Ӳсӗм точки" центр тӑвас тӗллев — шкул ҫулне ҫитнӗ ачасене пурне те малта пыракан технологисемпе усӑ курма вӗрентме май парасси. Хальхи тата технологи наукисем валли палӑртнӑ хальхи центр ҫак дисциплинӑна тарӑнлатма кирлӗ платформа пулса тӑрать.
Чаплӑ уçнинче район администрации пуçлăхĕн социаллӑ ыйтусем тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, вĕренÿ пайӗн начальникӗн заместителӗ Инна Петровна Данилова, 3-мĕш вӑтам шкул директорӗ Владислав Иосифович Петров, шкул ачисем, педагогсем пулнӑ.
— Халӗ сирӗн вӗренме, опытсем тума, роботсене пухма тата ытти нумай япаласем тума май килсе тухрӗ. "Ӳсӗм точки" кирлӗ еннелле кайма пулӑшать. Эпӗ сире ҫак меслетпе тӗрӗс усӑ куртарасшӑн. Тен, халӗ сирӗн хушӑрта авиаци двигателӗсен конструкторӗсем тӑраҫҫӗ пулӗ, — палӑртнă Алексей Александрович.
Шкул директорӗ те ҫакӑнта хутшăнакансене пурне те чаплă пулăмпа саламланă, вӗренекенсене вӗренӳре ҫитӗнӳсем тума суннă.
— Паян сирӗн умӑрта тата тӑватӑ кабинет алӑкӗ уҫӑлчӗ, вӗсене çĕнетнĕ. Хими, биологи, физика, информатика кабинечӗ. Ҫакӑ сире хӑвӑра кăтартма, хушма шанăç парать. Сирӗн ертÿçĕсем, учительсем сире, паллах, пулӑшӗҫ, — палӑртнă Владислав Иосифович.
Хӗрлӗ лентӑна касса татма хисеплӗ хӑнасене, шкул директорне, ҫавӑн пекех центр ертӳҫине Альбина Валерьевна Тихонована ирӗк панӑ.
"Ӳсӗм точки" центр педагогӗсем чаплӑ уçăлу тунӑ хыҫҫӑн экскурси ирттернӗ, унта лабораторин центр ӗҫне тӑратнӑ, ҫӗнӗ оборудованипе паллаштарнӑ. Хӑнасем вӗренекенсемпе пӗрле лабораторин пĕчĕк ӗҫӗсене хутшӑнма пултарнă, ҫӗннине, кӑсӑккине, пӗлӳллине хакланă.
"Ӳсӗм точки" — пулас ученăйсемпе тӗпчевҫӗсем ҫуралакан вырӑн. Вӗренӳ центрӗнче вӗренсе тухнӑ пуçаруллӑ педагогсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пек центра пула шкул вӗренекенĕсем тӗрлӗ енлӗ аталанма пултараҫҫӗ, хӑйсем валли ҫӗнӗ майсем тупаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Пушкӑрт Республикинче регион ертсе пынипе вӗренӗве аталантарма йӗркеллӗ те системӑллӑ утӑмсем тунӑ. Хальхи сӑнарсем чӗнӳ технологийӗсем, цифра учебникӗсем, интерактив хӑмисем, пӗлӗт сервисĕсем тата ытти инновацисем хастар ӗҫе кӗреҫҫӗ. 2019 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен Пушкӑрт Республикинче 650 вӗренӳ организацийӗсем цифра оборудованийӗн комплекчӗсемпе пуянланнӑ, 665 центр "Ÿсӗм точки", «IT-куб» ачасен цифра вӗренӗвӗн тӑхӑр центрӗ, "Кванториум" ача-пӑча технопаркне йӗркеленӗ, икӗ мобильлӗ технопарк туяннӑ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.
Алексей Александрович ДАНИЛОВ, район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ:
— Ачисем шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем пурте пулас профессие суйласа илес ыйтупа тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакна эпӗ хам тӳссе ирттертӗм. Час-часах эпир хамӑр ача ӑҫта лайӑхрах вӗреннине, ӑна мӗн интереслентернине, ҫавна шута илсе, татса паратпӑр. Анчах эпир, ҫитӗннисем, вӗренсе тухакана чӑнах та мĕн илӗртнине яланах пӗлетпӗр-и? Паллах, ҫук, унӑн вӑй-хӑват енчен килекен интересӗсем хушшинче вӑл нихҫан курман тата алӑпа тӗкӗнмен япаласем те кӗме пултараҫҫӗ вӗт. Сӑмахран: вӗҫев аппарачӗсем, медицина оборудованийӗсем, робототехника т. ыт. те. Ҫакӑн валли, ман шутпа, районта тӗрлӗ ҫул-йӗрсен "Ÿсӗм точки" уçăлаҫҫӗ. Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе педагогсене савӑнма черет: вӗсен те халӗ "Ÿсӗм точки" пур. Районта вунпӗрмӗш. Эпӗ ачасене оборудовани ҫӳлӗксем ҫинче тусанланса ан кайтӑр, вӗренӳри пысӑк ҫитӗнӳсем тума, юлашкинчен, пурнӑҫ ҫулне тӗрӗс суйласа илме пулӑштӑр тетӗп. Малалла, малалла ҫеҫ!