Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Сентябрӗн , 11:24

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ

Пишпÿлекри мечĕт ҫумӗнчи "Изгелек" хӗрарӑмсен ыркӑмӑллӑх обществи СВО хутшӑнакансене пулӑшас ӗҫе пысӑк ĕлĕш хывать.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ

"Фронтшӑн, пирӗн воинсемшӗн эпир яланах ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн тӗрек пулса тӑратпӑр. Ҫакна тума эпир хамăр ҫӗнӗ вӑйсемпе ресурссене янӑ". (Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунăранпа 79 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухура республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тухса каланинчен, 2024 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ).

Пишпÿлекри мăсăльмансен мечетӗнче актив пухăнса пуçланăранпа, вӑрҫӑ условийӗсенче кирлӗ продукци хӑвӑрт хатĕрлемелли апат-ҫимӗҫ, типӗ ҫар душĕ, блиндаж ҫуртисем туса хатӗрлес тӗлӗшпе пункт тума тытӑннӑранпа икӗ ҫул пулать. Ҫак хӗрарӑмсен ушкӑнӗ официаллӑ майпа "Изгелек" ("Ырлӑх") теҫҫӗ. Унӑн пуҫаруçи тивӗҫлӗ канури тата нумай ҫул хушши общество ĕҫӗнче ĕçлекен Расима Аюповна Петрова пулса тӑнӑ.

Хӗрарӑмсен тӑрӑшуллӑ та ывӑнма пӗлмен аллисем хатӗрленӗ таварсен ассортименчӗн переченĕ питĕ нумай. Вӗсем — курӑк чейӗ тултарнӑ пакетсем, килти лапшаран пӗҫернӗ яшка пуххисем, духовкăра типӗтнӗ аш фаршӗ, вакуум полиэтилен хутаҫӗсене чӗркенӗ, типӗтнӗ апат-ҫимӗҫ — укроп, петрушка, симӗс сухан, ҫӗрулми, кишӗр. Ҫавӑн пекех кунта ҫыхса тунӑ ӑшӑ япаласем, арҫын аялти кӗпе-йӗмӗ, гигиена наборӗсем — пӗр евӗрлӗ алшӑллисем, губкӑсем, нӳрӗ салфиткесем евӗрлӗ хатӗрсем, ваткӑллӑ патаксем нумай. Ҫакӑн пек наборсем салтака унта, хирти условисенче, гигиенӑна пăхăнма пулӑшаҫҫӗ. Кунтах блиндаж ҫуртисене, апат ӑшӑтмалли ҫуртасене хатĕрлеҫҫӗ.

— Мечетӗн пысӑк та аслӑ кухнинче, кирлӗ инвентарьсемпе оборудовани вырнаҫтарса лартнӑ ҫӗрте, ӗҫ график тӑрӑх ывӑна пӗлмесӗр ĕç вӗресе тӑрать. Кашни работницӑн хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗ, — каласа парать Расима Петрова. — Пĕри комплектсем пухать, тепри кухньӑра баурсакпа казылык пӗҫерет, килти салма касать. Ӗҫе юратакан хĕрарăмсем ӗҫпе кӑна мар, финанспа та пулӑшаҫҫӗ. Килтен ҫӑмарта, ҫӑнӑх, сахӑр илсе килеҫҫӗ. Спонсорсем те пулӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Александр Милютин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен пире фарш хатӗрлеме ӗне какайӗ пачӗҫ. Какайне эпир духовкӑра типӗтнӗ мясорубка витӗр кӑлартӑмӑр та пулас яшка наборӗсем валли хатӗрлерӗмӗр. Малашнехи плансенче — пакетсенчи борщ тăвасси. Пирӗн хамӑрӑн фонд пур. Кирлӗ пулсан, эпир хамӑр та апат-ҫимӗҫ туянатпăр. Май килнипе усӑ курса, эпӗ хамӑрӑн хӗрарӑм коллективӗн чӑн-чӑн шӑнăрĕ пулса тăнисене ятсенчен каласшӑн, вĕсем пирӗн ырӑ ӗҫӗн шанчăкне ҫирӗплетрӗç ӗнтӗ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма Флюра Валиева, Лилия Газизова, Асия Нагимова, Альфия Галяутдинова, Миляуша Габбасова, Назия Димеева, Ляйля Едиханова, Лилия Ибатуллина, Альфия Маликова, Лилия Музафарова, Альмира Сафиуллина, Фаузия Сулейманова, Марьям Салимова, Гульзиля Шигапова, Асия Файзуллина тата ыттисем пулӑшаҫҫӗ.

Иртнӗ кӗркунне пилорамӑра салтаксем валли вутӑ туяннӑччӗ. "Изгелек" обществӑри хӗрарӑмсем вӗсене турттарнӑ чухне меллӗ пултăр тесе михӗсене чикнӗ, 150 михӗ пулса тӑнӑ.

Расима Аюповна ПЕТРОВА:

— Пирӗн хӗрарӑмсен ыркăмăллăх обществин ушкӑнне тӑвас шухӑш, ӗненекен мăсăльмансем мечĕте ҫыхса тунӑ ӑшӑ япаласем, хамӑрӑннисене ӑсатма апат-ҫимӗҫ илсе пынӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ. Ҫак ырӑ ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ тата кирлӗ ҫулпа ямалла пулчĕ, ҫавӑнпа та чи кирлĕ ӗҫе — ҫапӑҫакан ывӑлсемпе пиччӗш-шӑллӗсемпе упӑшкасене пӗр харӑс пулӑшас тесе, эпир конкретлӑ та усӑллӑ ӗҫ тума шут тытрӑмӑр. Малтан район тӑрӑх сетка явмалли пунктсене паракан лентӑсем касса хатӗрлерӗмĕр. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ытларах пенси ҫулӗнчи хĕрарăмсем хăвăрт пĕçермелли тата усӑ курмалли хатӗр продукцин пысӑк партисене хатӗрлеҫҫӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Альфия Маликован архивӗнчен.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: