2024 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Пăслăкри вӑтам шкулти 9-11-мĕш класӗнче вӗренекенсем К.С. Петрова воспитани парас енӗпе ӗҫлекен советникпа пӗрле Стерлитамакри химипе технологи колледжне ҫитсе курнă.
Опытлӑ преподаватель Иванова Анжела Борисовна ертсе пынипе кашни вӗренекен органикӑллӑ реактивсенчен супӑнь тумалли кӑсӑк процеса хутшӑнма пултарнӑ. Ачасем супӑньпе усӑ куракан реактивсен физикӑпа химилле енӗсене пăхса тухнă, ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхӑн мӗнпур мерисене пӑхӑнса япаласен синтезне хӑнӑхнă.
"Ачасене ҫул питӗ килӗшрӗ, планра ытти вӗренӳ заведенийӗсемпе хуласене те ҫитсе курма", - палӑрнă Ксения Петрова воспитани парас енӗпе ӗҫлекен советник.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz