Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Октябрӗн , 12:59

Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче хальхи ФАП уҫӑлнӑ

#наци проекчĕ

Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче хальхи ФАП уҫӑлнӑ
Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче хальхи ФАП уҫӑлнӑ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă, ӑна вырӑнти ҫынсем чăтăмсăр кӗтнĕ. Кунта çывăхри медицина пулӑшӑвне 600 ытла ҫын илĕ, çав шутра 205 ача.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи ФАП ахуновецсем "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăка çӗнетесси" программине пурнӑҫланине пула хута яма пултарнӑ.
 
Ҫакӑн пек кирлӗ медицина учрежденийӗ уҫни ахуновецсемшӗн пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ та манӑҫми событи пулса тӑнă. Регион Сывлăх сыхлав министерствинче ку Салават районӗнчи ялсенче юлашки ҫулсенче туса лартнă вуниккӗмӗш модульлĕ ФАП пулнине каласа панӑ.
 
Республика Сывлăх сыхлав министерствин специалисчӗсем ФАП пӳлӗмӗсене медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пуканпа пуянлатнӑ стандартсемпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Кунта фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗмсем, санузел, персонал валли пӳлӗм, медикаментсем упрамалли тата инвентарьсене тирпейлемелли пӳлӗмсем те пур.
Пушкӑртстан Республикинче 2024 ҫулта "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра сывлӑх сыхлавӗн çичĕ объектне туса лартӗҫ, медицина организацийӗсен тăхăр объектне тӗпрен юсӗҫ, хӑвӑрт тăванакан 130 ытла модульлӗ конструкцисем туяннă та туса лартнă, ҫавӑн пекех медицина оборудованийӗн 4000 ытла единицине тата 206 автотранспорт туяннă.
 
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
 
 
 
Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче хальхи ФАП уҫӑлнӑ
Салават районӗнчи Ахуново ялӗнче хальхи ФАП уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: