Фехтовани центрӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Уфари ĕçлĕ çулçÿревĕн пӗрремӗш пункчӗ пулса тӑнă.
6 300 тӑваткал метр лаптӑкӗпе ҫӗнӗ спорт комплексне октябрӗн 17-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери "Раҫҫей - спорт держави" спорт форумӗн шайӗнче уҫнă. Патшалӑх пуҫлӑхне комплекспа ПФО полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаровпа Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пынӑ.
Владимир Путин Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерĕпе Лира Грушинапа та тĕл пулса калаçнă. "Россия" телеканал журналисчӗ Павел Зарубин телеграм-каналĕнче фехтовальщик-спортсменсемпе асӑнмалӑх фотоӳкерчӗксӗр те иртмен тесе пĕлтернĕ.
Аса илтеретпӗр, Фехтованин ҫӗнӗ центрне 28 фехтовани ҫулĕсене, 373 куракан вырнаçмалли трибунӑллӑ универсаллӑ зала, специализациленӗ тата тренажер залӗсене, разминка валли тата юсанмалли зонӑсене, СПА, тренер тата суд пӳлӗмӗсене кӗрет.